Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Халĕ ĕçлекене кĕтеççĕ

Чăваш Енре «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ туллин пурнăçланса пырать. Унпа килĕшӳллĕн районсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем çĕкленеççĕ. Ялта пурăнакансене паха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси – патшалахăн тĕп тĕллевсенчен пĕри. Хĕрлĕ Чутай районĕнче çĕнĕ медицина çурчĕ хута хута кайни çакна çирĕплетет те. Тĕплĕнрех – пирĕн сюжетра.

Пантьăкри çĕнĕ фельдшер пунктĕнче халĕ пĕр-пĕрне курма та, калаçса ларма та меллĕ. Пĕрре пăхсан ял халăхĕ кунта çав тĕллевпех килнĕ теме пулать. Кивĕ медицина пунктĕнче калаçса ларма мар, кĕрсе тухкалама та кансĕр пулнă. Вăл ача сачĕ çуртĕнче вырнаçнă пулнă.

ЭММА ДЬЯЧКОВА: «Пÿлĕмĕсем пĕчĕккипе темиçе çĕре те куçарса çӳрерĕç. Кĕрсе тухма япăхчĕ. Халăх сахал вырнаçкалатчĕ. Халь кунта çĕнĕ ФАП уçса пачĕç те. Вăл лайăх. Марина Геннадьевна лайăх ĕçлет. Давлени виçет, уколсем тăвать. Эпир ФАП уçнишĕн кăмăллă».

Пантьăкри фельдшер пунктне тата тăватă ялтан çӳреççĕ – Лопа, Хирлӳкасси, Ирчкасси тата Пухтанкасси. Медицина пулăшăвне илме тăватçĕр çирĕм ытла çын килет. Вĕсем ытларах аслă ăрури çынсем. Ялта медицина çуртне хута янипе вĕсем савăннаççĕ.

НАТАЛЬЯ ЕЛЬЦОВА: «Çак фельдшерпа акушер пунктĕнче ял халăхĕ кашни кунах медицина пулăшăвне илет».

МАРИНА КОНДРАТЬЕВА: «Паянхи кун тĕлне 15 çын прививка турăмăр, сакăр çыннине юн илтĕмĕр».

Марина Кондратьева тÿрех икĕ фельдшер пунктĕнче ĕçлет. Çавăнпа Пантьăка эрнере икĕ-виçĕ хут кăна килсе каять. Ялта пурăнакансене ку, паллах, тивĕçтермест. Яланах ĕçлекене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ вĕсем 




НТРК Чувашии
08 сентября 2022
20:51
Поделиться